Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ

Чӳкӗн 26-мӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультетне йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине халалланӑ студентсен ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ.

Пурӗ икӗ секци ӗҫлерӗ: «Филологири актуаллӑ ыйтусем» тата «Культурологири ҫивӗч ыйтусем». Студентсем хӑйсем хатӗрленӗ ӑслӑлӑх доклачӗсемпе тухса калаҫрӗҫ, хӑйсене хумхантаракан ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Пӗрремӗш секцире О. Иванова, С. Садовникова, Н. Блинова; иккӗмӗш секцире А. Николаева, С. Леонтьев, Т. Яковлева дипломсем илме тивӗҫлӗ пулчӗҫ.

Конференцине хутшӑннӑ студентсене тата вӗсен наука ертӳҫисене ҫывхарса килекен факультет уявӗн ячӗпе саламлатпӑр.

 

Раштавӑн 16-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ йӗркеленнӗренпе 20 ҫул ҫитет. Ҫак датӑпа палӑртас тӗлӗшпе факультет шкул ачисен хушшинче олимпиадӑсемпе тӗрлӗ ӑмӑртрусем ирттерет:

«Янра, чӑваш чӗлхи» сочинени ӑмӑртӑвӗ (8-9 классем, сочиненисене факультета раштавӑн 15-мӗшӗччен ярса памалла);

«Чи лайӑх илемлӗ хайлав» — сӑвӑ, калав, эссе, тӗрленчӗк (8-9 классем, хайлавсене факультета раштавӑн 15-мӗшӗччен ярса памалла);

● Раштавӑн 16-мӗшӗнче — 10-11 классенче вӗренекенсем хушшинче «Чӑваш чӗлхи тата литература» олимпиада (пуҫламӑшӗ 9 сехетре, 2-01 аудитори);

● Раштавӑн 16-мӗшӗнче — 10-11 классенче вӗренекенсем хушшинче «Культура родного края» олимпиада (пуҫламӑшӗ 9 сехетре, 2-03 аудитори);

Сӑвӑ вулакансен ӑмартӑвӗ — пуҫламӑш классем (раштавӑн 16-мӗшӗнче, пуҫламӑшӗ 9 сехетре);

«Чӗлхе, литература, тӑван ен культури» олимпиада — 5-6 класра вӗренекенсем хушшинче (раштавӑн 16-мӗшӗнче 9 сехетре иртӗ)

 

Шкул ачисен ӗҫӗсене сумлӑ жюри членӗсем хаклӗҫ.

Малалла...

 

ЧӲК
25

Ӑсчахсем ӗҫтешне манмаҫҫӗ
 Геннадий Дегтярёв | 25.11.2010 00:41 |

Конференцие хутшӑннисем
Конференцие хутшӑннисем

Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Шуркасси шкулӗнче пултаруллӑ чӗлхеҫе, ӑста педагога тата халӑх ӗҫӗн хастарне, ку тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ Василий Алексеевич Андреева (1960–2002) халалланӑ ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Ю.Н. Исаев ертсе пычӗ. Конференци ӗҫне университет, педуниверситет, гуманитари институчӗ тата Чӑваш наци конгресӗ, Канаш район администрацийӗ, «Ӳсӗмлӗх чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗ, Г.С. Лебедев ячӗллӗ интернат лицей хутшӑнчӗҫ. Тухса калаҫакансен йышӗнче В.Г. Родионов, В.А. Абрамов, А.П. Хусанкай, Л.П. Петров тата ыттисем пулчӗҫ.

В.А. Андреев доцент хӑй вӑхӑтӗнче университетра чӑваш филологийӗпе культура факультетне йӗркелеме явӑҫнӑ, унӑн пӗрремӗш деканӗн Г.

Малалла...

 

Чыслав саманчӗ
Чыслав саманчӗ

Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн деканӗ В.Г. Родионов профессор нумай пулмасть «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫлӗ пулчӗ. Кун пирки чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн сайчӗ пӗлтерет. Чыслав Правительство ҫуртӗнче иртнӗ.

Ҫак ята тивӗҫнӗ ятпа профессора эпир чун-чӗререн саламлатпӑр.

 

Чӑваш чӗлхипе литературине Аслӑ шкулсенче вӗрентме пуҫланӑранпа 85 ҫул тата чӑваш филологийӗпе культура факультетне йӗркеленӗренпе 20 ҫул иртнине халалланӑ, факультетран вӗренсе тухнисен тӗлпулу каҫне килсе курма чун-чӗререн йыхравлатпӑр.

Уяв ЧПУн Культура керменӗнче раштавӑн 16-мӗшӗнче иртет, 13:00 сехетре пуҫланать. Килсемӗр, чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр!

 

Хаклӑран та хаклӑ факультет,

Чӑваша пиллетӗн ҫут тивлет,

Ӑс пухма хистетӗн кунсерен,

Ырӑ ҫын пулма эс вӗрентен.

 

Пирӗн адрес: Шупашкар хули, университет урамӗ, 38-мӗш ҫурт (4, 12, 21 троллейбуссем), 4 хут.

 

Салам сaмахӗсене «Комментариле» пайра пӗлтерме пултаратӑр.

 

Юпан 25-мӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн васкавлӑ майпа вӗренкенӗсем патшалӑх экзаменӗ тытрӗҫ. Тӗрлӗ республика чӑвашӗсем пухӑнчӗҫ ҫак кун. Пушкӑрт республикинчен килнӗ студентсем «Культура теорийӗ тата историйӗ» специализаципе тӗрӗсленчӗҫ. Пулас филологсем Чӑваш, Тутар, Чӗмпӗр тӑрӑхӗсенчен пуҫтарӑннӑ.

Чӑваш студенчӗсене патшалӑх экзаменне ӑнӑҫлӑ тытнӑ ятпа эпир те чунтан саламлатпӑр, ӑнӑҫусем сунатпӑр. Чӑваш ене килсе ҫӳреме ҫулӗ такӑр пултӑр, кӑмӑлӗ тулсах тӑтӑр!

 

Сӑнсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chuvsu.ru/~chfik/
 

49-мӗш шкул
49-мӗш шкул

Республикӑри демографи ҫитӗнӗвӗ чакса пыни обществӑн тӗрлӗ сийӗсене пырса тивет. Уйрӑмах профессиллӗ пӗлӳ паракан вӗрентӳ заведенийӗсене те. Юлашки ҫулсенче студентсен шучӗ ҫулсерен чакса пыни тӗпрен илсен ҫак сӑлтавпах ҫыхӑннӑ. Ҫавӑнпах университетри факультетсен пулас абитуриентсем ҫинчен халех шухӑшлама тивет.

Профориентаци ӗҫне чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче йӗркелесе янӑ ӗнтӗ. Факультет ӗҫченӗсем хулари, тӗрлӗ районти шкулсене уйӑрса илсе вӗсене ҫитсе курма палӑртса хунӑ. Ҫак тӗллевпех ытларикун, юпан 19-мӗшӗнче, И.Ю. Кирилловӑпа Е.Р. Афанасьева доцентсем, Л.В. Антонов ассистент Шупашкар хулинчи 49 № шкула (Хусанкай урамӗ, 23 ҫурт) 10-11-мӗш класра вӗренекенсемпе тӗлпулӑва кайса килчӗҫ. Акт залне шкул ачисемпе вӗрентекенсем пухӑнчӗҫ. И.Ю. Кириллова пухӑннисене пӗтӗмӗшле университетпа, факультетри специальностьсемпе паллаштарчӗ. Е.Р. Афанасьева ачасене культурологи специальноҫӗ ҫинчен тӗплӗнрех каласа пачӗ. Л.

Малалла...

 

В.Г. Родионов
В.Г. Родионов

Ӗнер, юпан 14-мӗшӗнче, чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче ӗҫлекенсен пӗрлехи пухӑвӗ иртрӗ. Пухура факультет деканӗ В.Г.Родионов профессор университетра юлашки вӑхӑтра пулса иртмелли ҫӗнӗлӗхсем пирки каласа пачӗ. «Пурнӑҫ условийӗсем улшӑнни (шкултан вӗренсе тухакансен йышӗ пӗчӗк т.ыт.те.) вӗренӳ программине те ылмаштарма хистет, ҫавна май факултетра вӑй хуракансен хамӑр патӑмӑра вӗренме килес текенсене тупма тӑрӑшмалла. Ку енӗпе пурин те ҫанӑ тавӑрса ӗҫлемелле», — тесе палӑртрӗ декан.

Ҫавӑн пекех пухура «Ылтӑн кӗркунне» уява хатӗрленес ыйтӑва та пӑхса тухрӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chuvsu.ru/~chfik/
 

Г.А. Ермакова сӑмах калать
Г.А. Ермакова сӑмах калать

Раҫҫейре тата унӑн тулашӗнче пулса иртекен ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗсене хутшӑнасси Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӑй хуракан преподавательсемшӗн тата унта ӑс пухакан студентсемшӗн ырӑ йӑла пулса тӑчӗ ӗнтӗ. Вӗренӳ ҫулӗ тӑршшӗпе ӑҫта кӑна ҫитсе курмаҫҫӗ пуль вӗсем — Анкара (Турци), Мускав, Хусан, Ӗпхӳ, Ижевск, Сыктывкар, Йошкар-Ола, Глазов т.ыт. Ку хутӗнче вара Алапӳне (тутарла Алабуга, вырӑсла Елабуга) «парӑнтарчӗҫ» ӑсчахсем. Вӗсем юпан 5-6-мӗш кунӗсенче Алапӳри патшалӑх педагогика университечӗн тутар тата шайлаштаруллӑ филологи факультетӗнче «XXI ӗмӗрти тӗрӗк пӗлӗвӗ: тӗпчевсем тата проблемӑсем» ятпа халӑхсем хушшинче иртекен III тюркологи конференцине хутшӑннӑ. Тӗрлӗ хуласенчен (Мускав, Хусан, Ӗпхӳ, Шупашкар, Ҫырчалли, Алапӳ) пухӑннӑ тӗпчевҫӗсем пӗтӗмӗшле илсен тӗрӗк халӑхӗсен чӗлхипе, литературипе, культурипе, историйӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатрӗҫ, вӗсене кар тӑрса, пӗрлешсе ӗҫлесе кӑна татса парасси пирки калаҫрӗҫ.

Малалла...

 

В.Г. Родионов
В.Г. Родионов

Авӑнӑн 29-мӗшӗпе юпан 1-мӗшӗсенче Хусанти патшалӑх университетӗнче «Сопоставительная филология и полилингвизм» ятпа ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ. Конференци ӗҫне пирӗн факультет ӗҫченӗсем те хутшанчӗҫ. В.Г. Родионов профессор «История национальной литературы в свете компаративистских подходов», А.Ф. Мышкина профессор «Художественно-философское толкование смерти в литературах народов Урало-Поволжья», И.В. Софронова доцент «Саки-наме в чувашской поэзии 20-30-х гг. ХХ в.» темӑсемпе тухса калаҫрӗҫ. Паянхи литература пӗлӗвӗнче литература историне танлаштаруллӑ тата шайлаштаруллӑ аспектсем тӗлӗшӗнчен тишкерни актуаллӑ ыйтусенчен пӗри шутланать. Тутар тата чӑваш тӗпчевҫисем хӑйсен доклачӗсенче ӑслӑлӑхра пӗрле хутшӑнса ӗҫлеме кирлине палӑртрӗҫ, кунашкал конференцисене тата та йӗркелес тесе йышӑну турӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chuvsu.ru/~chfik/
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 21

1933
91
Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй